Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Хальхи вӑхӑтра хулара чӑваша курас, туяс тесен, хамӑрӑн ӑшри чӑвашлӑх вучахне хӗрӳ тытас тесен ... ҫулла Акатуй уявне каймалла, хӗлле — чӑваш артисӗсен концертне кайса курмалла.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӗмпӗрти Ҫӗнӗ хулари "Руслан" керменӗнче чӑваш юрӑҫисен концерчӗ пулчӗ. Юрларӗҫ, сӑмах каларӗҫ, шӳтлерӗҫ, кулчӗҫ, халӑха савӑнтарчӗҫ Александр Васильев, Алина Михайлова, Светлана Яковлева, Иван Архипов.
Мӑшӑрӑмпа кайрӑмӑр. Артистсен пултарулӑхне курса, илемлӗ юррисене итлесе питӗ савӑнтӑмӑр, чун вӗҫсех хӑпарчӗ; хамӑр халӑха, вӑл пуррине, сыввине, вӑл хӑйӗн юрӑ-кӗввине юратнине, вӗсемшӗн питӗ тунсӑхланине куртӑмӑр, туйрӑмӑр.
Курса ларнӑ чух, ирӗклӗхе туйса, ман шухӑш тата та шала кайрӗ, чӑваш юррин, кӗввин сассипе вӑл инҫетри ӗмӗрсене анчӗ...
Чӑваш ҫӗрӗ — ҫӗр пин юрӑ - кӗвӗ ҫӗршывӗ! Халь кӑна вӗсене халӑх итлемест вӗт, тахҫан авал та, ҫакӑн пекех, чӑвашӑн мӑнаслашшӗ-мӑнасаннӗшсем пухӑнса уявра юрӑҫсене итлесе, килленсе ларнӑ. Акӑ чӑваш патши те ҫӳлти вырӑнта ларать, ун ҫумӗнче сумлӑ ҫынсем, халӑх та сахал мар. Вӗсен умӗнче юрӑҫсем, кӗвӗҫӗсем — пӗри юрлать, тепри кӗслепе вылять, сӑрнайӗ, шӑхличи те сассине параҫҫӗ, параппанӗ шаккать... Вӑл вӑхӑтра та хамӑрӑн юрра-кӗвве юратнӑ. Вӗсен ӗмӗчӗсем те, ҫак ырлӑх ӑшне пуҫӗпе путса, таҫта инҫете вӗҫнӗ, кайнӑ...Ҫавӑн чух чӑваш аслӑ, харсӑр халӑх пулнӑ, унӑн юрри пӗр хӑрамасӑр юхнӑ, сарӑлнӑ, вӗҫне пӗлмен. Мӑнасаттесем хамӑр халӑхӑн аслӑ пуласлӑхӗ пулӗ тесе, телейлӗ шӑпана ҫирӗп шанса тӑнӑ, пирӗн халӑх пурӑнӗ пурӑнӗ, пысӑк ӗмӗрлӗ пулӗ тенӗ...Хамӑрӑн юрӑ, хамӑрӑн сасӑ — вӗсен чунӗсене ҫемҫетнӗ, ырӑлӑха кӗртнӗ, хавхалатарнӑ, ҫӗклесе янӑ ...Вӗсем те вӑл вӑхӑтра эпир ларнӑ пекех итлесе ларнӑ...
Сасартӑк сцена ҫинчи илемлӗ сасӑ ман шухӑшсене татрӗ, хальхи вӑхӑта илсе кӗчӗ: "Микулай, итле-ха, эпир пӗтмен вӗт-ха, сывӑ, пурӑнатпӑр, юрӑ та пирӗн сывӑ, юрлакансем те пур. Пурнӑҫ мӗнле хитре! Тата кур-ха, савӑн-ха", — терӗ. Сцена ҫинче тата юрӑ шӑранчӗ, чӑваш сӑмахӗ вӗҫрӗ — ҫакӑ курса ларакан халӑха — ваттине, ҫамрӑкрахне — тепӗр хут тӑванлатрӗ, пӗрлештерчӗ, пӗр халӑх турӗ.
Пирӗн пата килнӗ, сцена ҫине тухса пире савӑнтарнӑ артистсене — питӗ пысӑк, чӗререн Тав! Тата килсе ҫӳрӗр, эпир те сире курма пырӑпӑр. Эсир питӗ пысӑк ӗҫ тӑваттӑр, юрӑ - кӗвӗ те пирӗн халӑха пӗрле чӑмӑртать, чӑваш этеммисене пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатать, хамӑра-хамӑр ҫухатма памасть, вӑй-хал парать. Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
PS. Хисеплӗ чӑвашсем, концерт вӑхӑтӗнче инҫетрен килсе пире илемлӗ юрӑпа савӑнтаракан пултаруллӑ артистсене сценӑ ҫине тухса хитре чечек ҫыххи пама та манса ан кайӑр — ҫакӑ юрӑҫсене хавхалантарӗ, концерта тата илем кӳрӗ.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев