Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Çĕршывра уява 2016 çултанпа паллă тăваççĕ. Чăваш Республикинчи уйрăма 2001 çултах йĕркеленĕ.
Анастасия Губанова — Чăваш патшалăх аграри университечĕн 1-мĕш курс магистранчĕ. Вăл — çак аслă шкулти «Солнечный ветер» педагогика отрячĕн хастарĕ, студентсен ĕç отрячĕсен штабĕн командирĕ.
«Студентсен отрячĕ аталанма пулăшать. Манăн ĕç тĕрлĕ енлĕ. Студентсен отрячĕпе çерем уçма çÿретĕп. Штаб командирĕ пулнă май мероприятисем йĕркелес енĕпе тăрăшатăп. Проектсем çыратпăр, конкурссене хутшăнатпăр. Ку ĕçе нумай çын хутшăнать. Çулсеренех «Юрлă десант» акци ирттеретпĕр. Отряд хастарĕсенчен нихăшĕ те кану кунĕнче ĕçлеме тухнăшăн ÿпкелешсе калаçмасть. Студотряда çулсерен ытларах та ытларах çамрăк кĕни савăнтарать. Çак ĕç пĕрре хутшăнсан унта пуçĕпех кĕрсе каятăн. Вăл пурнăçăн пайĕ пулса тăрать...» — пĕлтерет Настя.
💢Тĕплĕнрех "Çамрăксен хаçачĕн" 5-мĕш номерĕнче вуласа пĕлĕр.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев