Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
«Çамрăксен хаçачĕ» йĕркелесе янă ырă йăлана малалла тăсатпăр: «Поэзи баттлĕ» конкурс кăçал та иртĕ. Ăна пирĕн кăларăм кун çути курма тытăннăранпа 100 çул тултарнине халаллатпăр. Поэзи тупăшăвĕ пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, эрнекун, Шупашкарти Пичет çуртĕнче (И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт) пулĕ.
Хаçат вулаканĕсене, чăваш поэзине юратакансене унта хутшăнма чĕнетпĕр. Заявкăсене пуш уйăхĕн 26-мĕшĕччен йышăнатпăр. Конкурса хутшăнас тесен чăвашла 5 сăвăран кая мар вĕренмелле. Хăвăр çырнă сăвăсене те калама юрать.
Жюри членĕсем ăсталăха, хайлава илемлĕ вуланине, хăйне евĕрлĕхе хаклĕç. Конкурса хутшăнакансене сертификатпа хавхалантарăпăр. Çĕнтерÿçе вара парнепе чыслăпăр. Кунсăр пуçне ятарлă парне выляттарăпăр. Заявкăсене çак номерпе йышăнатпăр: 8-967-470-13-38. Шăнкăравлăр!
♦ Сăн ÿкерчĕкре: пĕлтĕрхи конкурс çĕнтерÿçи — Элĕк округĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекен Семен Семенов.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев