Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Хальхи вăхăтра Алманч, Туçи Чуракасси, Çĕньял Чуракасси, Вăрманкас Чуракасси, Шывпуç, Нимĕчкасси, Вăрманкас, Супар ялĕсенче пĕр пин ытла хуçалăх шутланать. «Пирĕн тăрăхра, телее, ача-пăча шавĕ пур-ха. Апла тăк пуласлăхсăр мар», — терĕ Алманч территори уйрăмĕн специалисчĕ Алина Григорьева.
Алина Григорьева палăртнă тăрăх, Алманч тăрăхĕнче çынсем туслă пурăнаççĕ. Кашни ялтах тăван тăрăха чунтан юратакансем, ун ырлăхĕшĕн тăрăшакансем пур.
«Тăтăшах субботниксем ирттеретпĕр, урамсене тирпей-илем кĕртсех тăратпăр, — терĕ Алина Владимировна. — Сăмахран, пирĕн тăрăхра кĕске урамлă ял нумай. Вĕсенчен пĕри — Шывпуç. Унти урамсенчи, тăкăрлăксенчи çулсене вак чул сарса хытарнă».
«Ялта пурăнма лайăх» социаллă проект («Ял пурнăçĕ» хаçат. 12.11.2026)

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев