Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Ҫакӑн пек ятпа Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫине ҫӗнӗ спектакль тухрӗ. Ӑна ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Михайлов лартнӑ. Пьесине Чӑваш халӑх артисчӗ Александр Пӑртта ҫырнӑ. Ӑна паянхи ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалланӑ.
Спектакльти ӗҫ-пуҫ ҫапӑҫу хирӗнче пулса иртет. Снаряд сасси шӑпланнӑ вӑхӑтра салтаксем юрлаҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ. Спектакльти тӗп сӑнар хӑрушӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн пурнӑҫпа вилӗм хушшине ҫакланать. Ҫак самантра вӑл ашшӗ-амӑшне аса илет, ялти савнипе калаҫать. Тӑна кӗнӗ хыҫҫӑн салтак Украина хӗрӗпе паллашать, вӗсен хушшинче юрату хӗмленет, анчах тӑшман дронне пула икӗ чӗре пӗрле пулаймасть.
📸Андрей Михайлов сӑн ӳкерчӗкӗсем

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев