Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
«Çемье» наци проекчĕн «Вăрăм та хастар пурнăç» программипе килĕшӳллĕн республикăра пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма тĕллев лартнă.
🔴Медицинăна тата ачасене тĕрĕс çулпа кайма вĕрентес ĕçе пысăк тӳпе хывнă Самуил Дмитриева Çĕрпӳ округĕнче пĕлмен çын çук-тăр. Кăçал 96 çул тултарчĕ вăл. Самуил Дмитриевич — республикăн нумай турнирĕн çĕнтерӳçи, тĕнчери шахмат ăмăртăвĕсен призерĕ, районти шахматçăсен клубне пуçаракансенчен пĕри. 1953 çулта Пайтуш ялĕнче шахмат кружокĕ уçнă. Стена çине çакса выляма вĕрентмелли ешчĕк пуçĕ евĕр хăма пулманран хăй ăсталанă. Фигурăсене хăма çине çапнă пăтасенчен çакса янă. Каярахпа тухтăрта ĕçленипе пĕрлех Апакасси, Патăрьел, Çĕрпӳри 2-мĕш шкулсен кружокне ертсе пынă. Унăн вĕренекенĕсем районти турнирсенче малти вырăнсене йышăннă.
🔴Нина Федорова, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, çамрăк чухнех çирĕп те хăюллă пулнă. Халĕ вăл 102 çулта. Вăл — III Украина фрончĕн зенитчици, пирĕн салтаксемпе техникăна тăшман самолечĕсенчен хӳтĕленĕ тата рота комсомолецĕсене ертсе пынă. Пĕр çапăçура бомба ванчăкĕ пуçĕнчен амантнă. Госпитальте виçĕ уйăх сипленнĕ хыççăн фронта таврăннă. 1944 çулхи пуш уйăхĕнчен 84-мĕш уйрăм рабочи батальонĕнче хĕсметре тăнă. Венгрие, Румыние тăшманран ирĕке кăларма хутшăннă, Аслă Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илнĕ. Вăл нимле условисем тăратмасăр парăннине, Хĕрлĕ çара хирĕç тăма пăрахнине çирĕплетекен акта çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче алă пусни, СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ Хĕрлĕ çарпа совет халăхĕ нацистсен Германине çĕнтернĕ кун çу уйăхĕн 9-мĕшĕ пуласси çинчен пĕлтернĕ хыпара Нина савăнса кĕтсе илнĕ.
«Аслă ăру» социаллă проект («Хресчен сасси». 11.11.2026)

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев