Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
«Çемье» наци проектне кĕрекен «Аслă ăру» федераци проектне пурнăçласа республикăра пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма, çулланнă çынсене сипленме тата вĕсен сывлăхне çирĕплетме, пушă вăхăта усăллă ирттерме май туса параççĕ. Чăваш Енре пурăнакансен тăваттăмĕш пайĕ — аслă ӳсĕмри çынсем. Паянхи кун тĕлне вĕсем вăтамран 73 çула яхăн пурăнаççĕ, пурнăç тăршшĕне 2030 çул тĕлне 77 çула çитерме тĕллев лартнă.
🔴Çĕмĕрлери халăха социаллă пулăшу кӳрекен центрĕн «Манăн социаллă центр» проекчĕ 2020 çултанпа пурнăçланать. Вăл пулăшнипе çулланнисем пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ. Мероприятисене клуб пĕрлĕхĕсенче физкультура, туризм, пултарулăх ĕçĕ, ӳнер, театр, юрă-ташă, хор, психологи енĕпе иртеççĕ.
🔴Пушă вăхăта усăллă ирттерме Çĕмĕрле центрне çӳрекенсен йышĕнче 81 çулти Людмила Илюшечкина та пур. Вăл Чулхула облаçĕнчи Дзержинск хулинче çуралса ӳснĕ, 1968 çулта упăшкипе Çĕмĕрлене куçса килнĕ. Малтан — райбольницăн фельдшер-акушерĕ, кайран чылай çул суд экспертизин лаборанчĕ пулнă.
🔴Çĕмĕрлери 71 çулти Людмила Осипова — тантăшĕсене те, çамрăксене те ырă тĕслĕх кăтартакансенчен пĕри. Вăл пуçарнипе утакансен клубне йĕркеленĕ, кунта çынсене 8 çул ытла пухать, халĕ 12-ĕн пыраççĕ. Людмила Ипполитовна халăха социаллă пулăшу кӳрекен центрăн сывлăх ушкăнне те çӳрет, обществăн ытти ĕçне пурнăçлать.
«Аслă ăру» социаллă проект («Хресчен сасси». 11.11.2026)

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев