Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Йĕрке хуралҫисене ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалӑх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР шалти ĕҫсен министрĕ, полици генерал-майорĕ Сергей Кондрашов тата ыттисем саламларĕҫ.
Уявра йĕрке хуралĕнче ĕҫлесси шӑпа пулнине каларĕҫ. Олег Николаев ШĔМ ĕҫченĕсем уява лайӑх кӑтартусемпе кĕтсе илнине палӑртрĕ.
"Апла пулин те ĕҫ нихӑҫан та вĕҫленмест, мӗн патне ӑнтӑлмалли яланах пур. Сире лайӑх ĕҫшĕн чунтан тав тӑватӑп, ҫемйĕрсенче яланах ҫураҫупа килĕшӳ хуҫалантӑр", – терĕ Олег Алексеевич.
Ĕҫре пуҫарулӑхпа хастарлӑх кӑтартнисене тĕрлĕ награда пачĕҫ, илемлĕ юрӑ-кĕвĕ парнелерĕҫ.
📸Роза Власова сӑн ӳкерчӗкӗсем

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев