Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Елчĕк округĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшасси пĕрре те чарăнмасть. Ваттинчен пуçласа вĕтти таран ыр кăмăллăх ĕçĕнче усăллă пулма тăрăшаççĕ.
– Эпир кӳрекен пулăшу çĕнтерĕве çывхартасса шанатпăр. Пирĕн тăрăхра, Çирĕклĕ Шăхаль ял уйрăмĕнче, пурăнакан халăх ыр кăмăллăх ĕçĕнче уйрăмах хастар, – пĕлтерет ятарлă çар операцине хутшăнакан Роман Левый салтакăн амăшĕ Нина Аркадьевна.
Çирĕклĕ Шăхаль ял уйрăмĕнчен Украинăри хирĕç тăрăва хальхи вăхăтра 40 ытла çамрăк хутшăнать. Округ халăхĕпе пĕрле Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер, Мучар, Кӳлпуç, Хăвăлçырма, Элпуç, Кармал ялĕсен çыннисем пулăшăва хăйсен тӳпине хываççĕ. «ZOV Елчĕк» волонтерсен ушкăнне укçа-тенкĕпе, тĕрлĕ япалапа тивĕçтернисĕр пуçне вырăнтан та гуманитари тиевĕ хатĕрлесе ăсатсах тăраççĕ. Сăмах май, укçа-тенкĕ куçарса пулăшас текенсем валли ятарлă счет уçнă. Нухрат пухас ĕçе Мучар ялĕнчи Валентина Родионова пурнăçласа пырать.
«Шанчăклă тыл» социаллă проект («Çамрăксен хаçачĕ». 22.10.2026)

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев