Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут ирттерекен «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсем шайӗчи ял хӗрарӑмӗсен пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗ.
Уяв Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче иртрӗ. Ку конкурса пуҫарса янӑ, ӑна чунне парса, ҫулсерен ҫӗнӗ вӑй-халпа аталантарса пыракан ҫын — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитетӑн хастар ертӳҫи Юлия Мареева. Вӑл ҫак проекта чӑваш ялӗн ӗҫчен те сӑпайлӑ, илемлӗ те вӑйлӑ хӗрарӑмӗсене халалланӑ. Юлия Петровна хӑйӗн хавхаланӑвӗпе, яваплӑхӗпе комитет пайташӗсене те, финала тухнӑ пикесене те малалла туртса пычӗ, пысӑк та сумлӑ ӗҫе чунне парса йӗркелерӗ.
Кӑҫалхи конкурс уйрӑмах хӗрӳ те асра юлмалла пулчӗ. Вӑл темиҫе тапхӑртан тӑчӗ, унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чи маттуррисем, чи пултаруллисем хутшӑнчӗҫ. Финала тухма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Туслӑх ҫурчӗн сцени ҫине пилӗк ҫепӗҫ те хӑюллӑ хӗрарӑм тухрӗ. Кашнийӗ — хӑйӗн тӑрӑхӗн чысне, илемне тата ӑс-хакӑлне упраканскерсем: Светлана Иванова — Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен, Юлия Вадейкина — Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗн хастарӗ, Валентина Николаева — Елчӗк тӑрӑхӗнчен, Наталья Ильметова — Патӑрьел, Альбина Прокопьева — Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчен.
Пултаруллӑ пикесем сцена ҫине пӗччен мар, хӑйсене хавхалантарма, пулӑшма тус-тӑванӗсене, ялӗсенчи фольклор ушкӑнӗсене илсе килнӗ. Ку уява тата та пуянлатрӗ, ӑна ҫемье уявне ҫавӑрчӗ.
Ӑмӑрту программи питӗ анлӑ та кӑсӑклӑ пулчӗ. Малтан конкурсантсем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен килнӗ «Ямаш» фольклор ушкӑнӗпе пӗрле ал-ӗҫ ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ, «улах ларчӗҫ» — чӑваш хӗрарӑмӗн ӗҫченлӗхне, ҫепӗҫлӗхне сӑнарлакан мелпе тупӑшрӗҫ. Унтан вара «Тӗпел хуҫи» номинацире пӗҫерес ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Жюри членӗсене тата куракансене сӗтел ҫине вырнаҫтарнӑ тем тӗрлӗ тутлӑ апат-ҫимӗҫ — темиҫе тӗрлӗ хуран кукли, капӑр тата техӗмлӗ ытти ҫимӗҫ — тыткӑнларӗ.
Уяв тӗп пайӗ — концерт залӗнче иртрӗ. Сцена ҫине тухакансене ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев, сумлӑ спонсорсем: Павел Вязов тата Юрий Зорин вице-президентсем, тата, паллах, конкурса йӗркелекенӗ Юлия Мареева саламларӗҫ. Вӗсем финала тухнӑ кашни хӗрарӑма хӑйӗн тӑрӑхӗн чысне ҫӳллӗ шайра хӳтӗленӗшӗн, чӑваш халӑх культурине упраса, ӑна ҫамрӑксене вӗрентсе пынишӗн чӗререн тав турӗҫ.
"Хӗрарӑмӑн вӑйӗ — вӑл тӑван ҫӗре, ҫемьене, ачасене юратнинче, вӗсене упраса пурӑннинче, йывӑр вӑхӑтра хавхалантарса, ҫул кӑтартса пынинче. Вӗсем — чӑн-чӑн чун вӑйӗн, пурнӑҫ тымарӗн управҫисем" терӗ Юлия Петровна.
Конкурсантсем куракансем умне тухса хӑйсем ҫинчен видеопрезентацисем кӑтартрӗҫ, пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ самантсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Унтан чи кӑсӑкли — пултарулӑх тупӑшӑвӗ пуҫланчӗ. Кашниех чӑваш йӑли-йӗркин пӗр пайне кӑтартса пачӗ: кам- чаплӑ чӑваш туйне, тепри ача ҫуралнӑ ятпа ирттерекен чӳке сӑнарларӗ. Ҫакна вӗсем хӑйсен фольклор ушкӑнӗсемпе, ҫепӗҫ юрӑ-ташӑпа, илемлӗ тумтирпе кӑтартса пачӗҫ. Зал шӑпланса, кашни сӑмахра, кашни хусканура чӑваш чунӗн вӑйне, илемне курса савӑнчӗ.
Сакӑр ҫынран тӑракан сумлӑ жюрин (унта ЧНК вице-президенчӗсем, комитет пайташӗсем кӗнӗ) ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Кашни конкурсант хӑйне евӗрлӗ, кашнийӗ — пысӑк ӑста. Анчах та ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫӗсемсӗр пулмасть. Балсене шутласа, жюри ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ турӗ: «Чӑваш ялӗн илемӗ» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ — Наталья Ильметова (Патӑрьел тӑрӑхӗ); «Чӑвашлӑх управҫи» — Альбина Прокопьева (Йӗпреҫ тӑрӑхӗ); «Сӑваплӑ анне» — Юлия Вадейкина (Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗ); «Тӗпел хуҫи» — Валентина Николаева (Елчӗк тӑрӑхӗ); «Эткер пирӗштийӗ» — Светлана Иванова (Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗ).
Ҫак уявӑн чи пысӑк пахалӑхӗ — кашни хутшӗнакан тата унӑн ушкӑнӗ пӗр-пӗрне пулӑшса, хавхалантарса тӑни. Ку чӑннипех те пӗрлӗх, туслӑх уявӗ пулчӗ.
Паллах, ҫакнашкал пысӑк ӗҫ укҫа-тенкӗсӗр пулмасть. Конкурса ирттерме пулӑшнӑ, ял хӗрарӑмӗсене хисеплесе, вӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакласа спонсорла пулӑшу панӑ Павел Вязовпа Юрий Зорина «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет ячӗпе чунтан пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр.
«Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» конкурс чӑваш хӗрарӑмне, амӑшне, мӑшӑрне, ӗҫҫыннине чун-чӗререн хисепленине, унӑн паттӑрлӑхне тата илемне пуҫ тайнине пӗлтерекен чӑн-чӑн уяв. Кӑҫалхи конкурс та ҫавнах кӑтартса пачӗ.
Зоя Яковлева, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет пайташӗ.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев