Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Паян, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ. Ун ӗҫне конгресс президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пычӗ.
Ларура чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри — ЧНК ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвне йӗркелесси пулчӗ. Уставпа килӗшӳллӗн, малтан Мӑн Канаша (вӑл ҫулталӑка пӗрре иртет)пухӑнса унта Пуху кун йӗркине тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла, вӗсене ҫирӗплетмелле. Президиум пайташӗсем алӑ ҫӗклесе делегатсен квоттине палӑртрӗҫ, Аслӑ Пухӑва хатӗрлекен йӗркелӳ комитетне суйларӗҫ.
Валерий Клементьев хӑй сӑмахӗнче утӑ уйӑхӗнче Сиктермере (Тутар Республики) иртнӗ чаплӑ Уява йӗркелеме конгресс мӗн таран пысӑк пулӑшу панине палӑртрӗ, уява ирттерме хутшӑннисене пурне те уйрӑммӑн тав турӗ.
Ларура сасӑласа кирлӗ йышӑнусем турӗҫ:
Мӑн Канаш чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пухӑнӗ.
Чӑваш наци конгресӗн ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта пилӗк ҫул хушшинче тунӑ ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, малашнехи ӗҫсене палӑртӗҫ, ҫӗнӗ президент, Мӑн Канаш, президиум суйлӗҫ.
#ЧНК
#АслӑПуху
#Президиум
#Чӑвашхалӑхӗ

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1