Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет хастарӗсем республикӑри тӗрлӗ районта ялти чӑваш хӗрарӑмӗсемпе черетлӗ ӑшӑ та кӑмӑллӑ тӗл пулусем йӗркелерӗҫ. Ку уявсене кӑҫалхипе саккӑрмӗш ҫул ӗҫлекен «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» проект хавхалантарса пырать.
Тӗлпулу вырӑнӗсем:
Элӗк тӑрӑхӗ: Элӗкри тӗп библиотекӑра (ертӳҫи — Раиса Гордеева).
Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗ: Пысӑк Чӑрӑш ялӗнчи Валерий Павловичпа Светлана Геннадьевна Ивановсем патӗнче.
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ: Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шӑрттанти культура ҫуртӗнче.
Палӑртмалла, ку тӑрӑхра ҫемье хаклӑхне чи мала хуракан маттур мӑшӑрсем сахал мар. Вӗсем ачисене юратупа килӗшӳре воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлараҫҫӗ. Мероприятисенче палӑрнисем:
Евгений Александровичпа Оксана Анатольевна Ивановсем — пилӗк ача ашшӗ-амӑшӗ;
Николай Сергеевичпа Альбина Васильевна Ивановсем — виҫӗ ачаллӑ ҫемье;
Александр Вячеславовичпа Ирина Витальевна Шумихинсем — ҫирӗп те туслӑ мӑшӑр.
Тӗлпулусенче вӗсем ҫемьери хутшӑнусене йӗркелес, килӗштерсе пурӑнас вӑрттӑнлӑхсемпе пайланчӗҫ. Унсӑр пуҫне «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет пайташӗсем Валентина Васильевнӑпа Олег Михайлович Цыпленковсем тата Раиса Васильевна Сарпи хӑйсен ҫемье историйӗсемпе паллаштарчӗҫ. Кӑҫалхи конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем Юлия Вадейкина, Светлана Иванова, Натали Ильметова, Альбина Прокопьева та сӑмах илчӗҫ.
Шӑрттанти тӗлпулу уйрӑмах пуян пулчӗ:
Мероприятие Шӑрттанти «Улах» фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗ. Хисеплӗ Раиса Ивановна Сэйт юрӑҫ пулӑшнипе комитета ертсе пыракансем тата хастарсем чуна тыткӑнлакан юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Алевтина Никитина библиотекарь куракансене Шӑрттан ял историпе паллаштарчӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчен килнӗ чи маттур чӑваш хӗрарӑмӗ, ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑскер, хӑй ҫырнӑ сӑвва чуна витермелле вуласа пачӗ.
Территори уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Николаевич кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр хӳтӗлев тетелӗсем ҫыхакан хӗрарӑмсен ушкӑнне Йӗпреҫ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Хисеп хучӗпе тата чӗрӗ чечек ҫыххипе чысларӗ.
«Пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаҫнин пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк», — терӗ Шӑрттанти культура ҫурчӗн ертӳҫи Зоя Анатольевна.
Тӗл пулу вӗҫӗнче хутшӑнакансем малашне те ҫакнашкал форматлӑ уявсене йӗркелесе тӑма калаҫса татӑлчӗҫ. Чӑваш хӗрарӑмӗсем ума пысӑк тӗллевсем лартса, ҫутӑ малашлӑха пӗрлехи вӑйпа утма палӑртрӗҫ.
Тӗлпулушӑн Олег Цыпленкова, Владимир Марушевпа Валерий Сатлайкина, Ирина Шумихинӑна тата Шӑрттанти культура ҫуртӗнче вӑй хуракансене,
ЧНКан 'Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет хастарӗсене чӗререн тав тӑватӑп.
Юлия Мареева,
ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1