Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Владимир Александрович — наукӑра кӑна мар, чӑваш наци юхӑмӗнче те тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын. Унӑн истори, этнографи тата чӗлхе пӗлӗвӗ енӗпе тунӑ ӗҫӗсем чӑваш тӗпчевӗн никӗсӗ пулса тӑчӗҫ.
Вӑл хӑйӗн пуян пӗлӗвне тата ӑс-тӑнне вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсене парнелерӗ, нумай-нумай тӗпчевҫе ура ҫине тӑма пулӑшрӗ.
Владимир Александрович Иванов Чӑваш наци конгресӗн ӗҫне яланах хастар хутшӑннӑ. Чӑваш чӗлхипе культурине, йӑли-йӗркине упраса аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне унӑн сӑмахӗ кашниншӗн витӗмлӗ те сумлӑ пулнӑ.
Вӑл пирӗншӗн — ҫирӗп те тӳрӗ кӑмӑллӑхӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнин тӗслӗхӗ.
Ҫак хурлӑхлӑ самантра эпир Владимир Александровичӑн тӑванӗсемпе, ҫемйипе, чи ҫывӑх юлташӗсемпе тата ӗҫтешӗсемпе пӗрле тарӑннӑн хуратпӗр.
Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗн, паллӑ ӑсчахӑн ырӑ ячӗ пирӗн асӑмӑрта ӗмӗрлӗхех юлӗ. Унӑн ячӗ чӑваш халӑх историйӗн ылтӑн страницинче ҫырӑнса юлӗ.
Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗ

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 9