Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Саламлатпӑр!
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тус» строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ тата Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ Николай Угаслов «Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ!
Хисеплӗ Николай Фёдорович!
Сире чун-чӗререн чи сумлӑ та пысӑк наградӑсенчен пӗрне — «Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ строителӗ» — сумлӑ ят илнӗ ятпа саламлатпӑр!
Ку пулӑм - эсир пурнӑҫӑра халӑх ырлӑхӗшӗн парса ӗҫленине, профессионализмӑра, строительствӑри ҫӗнӗ технологисене алла илес ӗҫри витӗмлӗхӗре тата обществӑлла пурнӑҫри хастарлӑхӑра патшалӑх шайӗнче хакланине ҫирӗплетет. Эсир ертсе пыракан «Тус» компани республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те чылай паллӑ объект хута ярать, вӗсем регионӑн сӑн-сӑпатне илемлетеҫҫӗ тата унӑн экономика вӑйне ӳстереҫҫӗ.
Сирӗн ӗҫӗр Чӑваш Ен аталанӑвӗшӗн питех те кирлӗ. Сире малашне те творчествӑлла вӑй-хал, ҫирӗп сывлӑх, телей тата мӗнпур лайӑх ӗмӗт-тӗллевӗре пурнӑҫлама сунатпӑр! Малашне тата та пысӑк ҫитӗнӳсем пулччӑр!

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 20
В Дрожжановском районе с его помощью построен Храм.
Здоровья ему, и всех благ, добра и мира!