Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Паянхи кун, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗ — пирĕншĕн уйрăмах хумхануллă та тунсăхлă. Çак кун, 75 çул каялла, пурнăçа юратакан, чунĕпе ырă та çепĕç, Чăваш Енĕн культура аталанăвне пысӑк тӳпе хывнӑ Ирина Евсеевна Угаслова (Малина) çут тĕнчене килнĕ.
Шел пулин те, вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, анчах унăн ячĕ, унăн ĕçĕсем пирĕн асра яланах упранаççĕ.
Ирина Евсеевна — Каҫал тӑрӑхӗнчи Малинсен мухтавлă çемйинчен тухнăскер, хăйĕн пурнăçне Тăван енĕн илемне сыхласа хăварасси тата халăха нумайрах савăнтарассине халалланă çын. Вăл нихăçан та хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланман, сумлă ячӗпе е наградисеме каппайланман.
Унăн чысĕ — ĕçре, унăн мухтавĕ — халăх юратăвĕнче пулнă.
Эпир ăна ăшă кăмăллă, питĕ тимлĕ те вашават çын пек астăватпăр. Ун патне кирек кам та — ватти-и, çамрăкки-и — шăкăл-шăкăл калаçма, канаш ыйтма пыма пултарнă. Вăл никама та итлемесĕр хăварман, кашни çынна сума сунă, кашни сăмаха хакланă. «Çынна хисеплесен, Турă сана та хисеплет», — тетчĕç пуль ун пирки пĕлекенсем. Ирина Евсеевна çак сăмахсен чăн тупсăмне лайăх ăнланнă.
Унăн чĕри яланах Чăваш культуришĕн ыратнă. Вăл культура учрежденийĕсене, музейсене, библиотекăсене аталантарассишĕн тем тума та хатĕрччĕ. Мĕн чухлĕ уяв, фестиваль, курав йĕркелеме пулăшнă вăл хӑйӗн мӑшӑрӗпе, Николай Угасловпа! Вăйне шеллемесĕр, канăçне çухатсах, чăваш юрри-ташши ан сӳнтĕр, чĕлхе ан манăçтăр тесе тăрăшнă. Вăл чăваш аваллăхне çĕнĕрен чĕртме, çамрăксене несĕлсен йăли-йĕркине юратма вĕрентетчӗ.
Халӗ эпир ӑна 75 çулне асӑннӑ май тарăн хурланупа аса илетпĕр: пирĕнпе юнашар çакăн пек маттур, пуян чунлă çын çукки питĕ шел. Анчах та унăн ырă ĕçĕсем, унăн кулли, унăн панă канашĕсем пирĕн чĕресенче ӗмӗрлӗх юлаҫҫӗ. Эпир, ĕçтешĕсем, тус - юлташӗсем, тăванĕсем, малашне те унăн мухтавлӑ çулĕпе утма, чăваш культурине упрама тăрăшăпăр.
Сирӗн çутă сăнару яланах пирĕн асăмра юлĕ, хаклă Ирина Евсеевна. Сирӗншӗн, сирӗн ырă кăмăлушăн пуçа таятпăр. Канлĕхре çывăр. Эсĕ яланах пирĕн чĕресенче...

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1