Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Пӗр ӳстермесӗр калар, чунра ӑшӑ йӗр хӑварчӗ.
Хусанкай ҫӗрӗ ҫинчи Петӗр пичче сӑмахӗсемпех калар: Сиктӗрме чӑнах ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗрӗ пулнине ҫирӗплетрӗ.
Уявра пулнисем тӗрлӗ лапамсенче юррисене, кӗввисене, сӑмахӗсене анлӑн янраттарчӗҫ, кӗнекеҫӗсем вара (татах Хусанкай сӑмахӗсене таврӑнар) чӑвашсен кунне-ҫулне шырарӗҫ. Филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов, чӑваш халӑх сӑвӑҫи Раиса Сарпи, пултаруллӑ ҫамрӑк сӑвӑҫ тата публицист Лариса Петрова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий тата Надежда Кирилловсем кунта тӗлӗнмелле кӗнеке уявӗ хӑтларӗҫ.
Питрав ҫитиччен пӗр кун маларах Сиктӗрме юрӑ-ташӑпа ҫеҫ мар, куравсемпе, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе хӑнасене тӗлӗнтерчӗ.
"Нарспи" поэма музейӗ (шухӑшӗ Эдуард Бахмисовӑн, ӳкерчӗксен эскизӗсем Илемпи Туркайӑн, ӳнерҫӗсен ушкӑнӗн асли Елена Иванова, поэмӑна вулаканӗ- Чӑваш халӑх артичӗ Иван Иванов). Музейри лаштра юман, йывӑҫран касса кӑларнӑ 25'кӳлепе, классика мелӗпе ӳкернӗ картинӑсем Тутарстан Раисне Рустам Миниханова та тӗлӗнтернӗ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсем Сиктӗрмери ипподромра, волейболӑн икӗ лапамӗнче, кӗрешӳ кавирӗсем ҫинче, шывра... иртрӗҫ: ҫапла, ҫапла, Ҫӗнӗ Сӑварӑн илемлӗ пӗвинче ватерболистсем те хастар ӑмӑртрӗҫ.
Уйрӑмах Уяв хӑнисене лашачемпе ӑмӑртни ҫунатлантарчӗ. Кунти ҫӗнтерӳҫӗсене пиншер ҫын алӑ ҫупрӗ.
Анатолий Абрамов, Зоя Яковлева, "Чӑваш тӗнчи" хаҫат редакторӗсем (Авторсен сӑнӳкерчӗкӗсем).

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1