Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
АНОНС!!!
Чӑваш радио эфирӗнче паян Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, опера юрӑҫипе Валентина Смирнова-Геворкянпа тӗл пулӑпӑр. Унӑн пултарулӑх ҫулӗ тата малашлӑхри тӗллевӗсем пирки калаҫӑпӑр.
Тӳрӗ эфирти кӑларӑм паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, хӑнана ыйтусем пама пултаратӑр.
Çавăн пекех ыйту «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкăнĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать: vk.ru/chuvradio Чăваш радио
FM 88.1 (Шупашкар),
FM 99.9 (Çĕрпÿ),
FM 101.0 (Етĕрне),
FM 105.2 (Патăръел),
FM 105.4 (Йĕпреç),
пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать.
Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.
#чавашрадио
#радиочувашии
#100летвэфире

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев