Пӗтӗмлетӳ ҫинчен юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчех пӗлтермеллеччӗ.
Тӗрлӗ сӑлтав тупӑнчӗ - ҫав кунах пулаймарӗ, ытла хытӑ ан вӑрҫсамӑр пире.
Каярах юлтӑмӑр пулин те, виҫӗ кун хушшинче кайӑвӗ шӑтма ӗлкӗреймен-ха.
Ю сасӑ паллипе панӑ хуравсен пӗтӗмлетӗвӗ.
Пӗчӗк ачасене юмах каласа ҫывӑрттарса яраҫҫӗ.
Юмах яракансен чӗлхи-калаҫӑвӗ хӑҫан мӗнле пулни - хуравсенчен ҫакӑн пек палӑрчӗ:
1. Юмах юпа тӑрринче,
Халап хапха тӑрринче.

Юмах каласа пама ыйтакана юмахҫӑсем ҫавӑн пек хуравланӑ.
2. Юмах юплӗ, хӳри кукӑр.

Юмах каласа кӑтартас килменнипе каланӑ.
3. Юмах леш енне,
эпӗ ку енне.

Юмаха вӗҫлесе пынӑ майӑн ҫавӑн пек каласа систернӗ.
4. Юмах юман урлӑ,
эпӗ пилеш урлӑ.

Юмах каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек сӑвӑланӑ, иккен.
Пилеш урлӑ каҫарса юмахри усалсенчен тасалнӑ.
Пилеш турачӗ усалсенчен тасатать, тесе ӗненнӗ авалхи чӑвашсем.
1. Юмах ярса ырнӑран
Юсман ҫирӗм пӗр хуран.
2. Юсман ҫинчен те такмакланӑ:
Юрататӑп ҫӑкӑра,
Юрататӑп юсмана,
Юсманран та ытларах
Юрататӑп хӑймана.

Юсман - ҫӳхе пашалу.
Юмах яма юм кирлӗ,
Юмран ытла сум кирлӗ.

Юм тени – ăс тени, ăслама пĕлни.
Юмана эп юрататӑп,
Юман – ҫывах чӗрене.
Юманра ялан куратӑп
.... ...... сӑнарне.

Юман паттӑр - юлашки йӗркерен ҫухалнӑ сӑмахсем .
Юрӑ вӑл – этем ҫуначӗ,
Юрӑ вӑл – этем хӑвачӗ.
Юратмасӑр юрӑ хывма ҫук.
......... юрӑҫ пулма ҫук.

Юрӑҫ пулма ЮРЛАМАСӐР ҫуках ҫав.
Юрлама пӗлен чӗре
.... мар ҫут тӗнчере.

Ҫухалнӑ сӑмахӗ - ЮРЛӐ.
Манса кайнисене аса илтерер, юрлӑ мар тени - чухӑн мар тени.
Юхать, юхать – юхса пӗтеймест,
чупать, чупать – чупса пӗтеймест.

Вӑл - ЮХАН ШЫВ.
Ку тупмалли юмаха
#АнатолийСмолин поэт шӑрҫаланӑ.
Чи малтан кашни ыйтӑва тӗрӗс ҫырса пирӗн чи хастар Людмила Никитина хуравларӗ, ӑна ҫирӗм балл лекрӗ.


САЛАМЛАТПӐР!


Ӑс пуххи ыйтӑвӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.
Часах Я сас паллипе ыйтусем пулӗҫ.

Хыпарсене сӑнасах тӑрӑр.
Аса илтеретпӗр, чи нумай балл пухнӑ хурав паракансене парне паратпӑр.

Чӑвашла хитре калаҫма е тӗрӗс ҫырма вӗренес шухӑшлисене Чӑваш Республикин наци библиотекине йыхравлатпӑр. Тӗплӗнрех ҫак каҫӑмпа кӗрсе пӗлме пулать:
clck.ru/3Rc5yt
ВНИМАНИЕ!!!
Друзья!
К вашему вниманию - итоги ответов на вопросы с буквой Ю.
Перед сном детям читают сказки. Кому, что и как говорил сказочник, узнали из ответов Людмилы Никитиной, нашего самого активного участника нашей викторины:
1. Юмах юпа тӑрринче,
Халап хапха тӑрринче.

Так говорят тому, кто просит рассказать сказку.
2. Юмах юплӗ, хӳри кукӑр.

Так отвечал сказочник тем, кому не хотел рассказывать сказку.
3. Юмах леш енне,
эпӗ ку енне.

Так заканчивают сказку.
4. Юмах юман урлӑ,
эпӗ пилеш урлӑ.

В конце сказки рябиновыми ветками очищались от злых сказочных духов, потому что в старину чуваши верили, что злые духи боятся рябину.
В мифологии чувашей есть легенда о том, что злые духи решили погубить Бога, но он спрятался на рябине, и она его спасла. С тех пор, по поверьям, сила рябины способна защитить человека от злых духов, напастей и болезней.
1. Юмах ярса ырнӑран
Юсман ҫирӗм пӗр хуран.
2. Такмакра та юсман ҫинчен юрланӑ:
Юрататӑп ҫӑкӑра,
Юрататӑп юсмана,
Юсманран та ытларах
Юрататӑп хӑймана.

Юсман - это лепешка, но тоньше, чем обычная.
Юмах яма юм кирлӗ,
Юмран ытла сум кирлӗ.

Юм на чувашском языке - это ум, разум. А чтобы рассказать сказку, нужно умение размышлять, думать.
Юмана эп юрататӑп,
Юман – ҫывах чӗрене.
Юманра ялан куратӑп
.... ...... сӑнарне.

Пропущенные слова - Юман паттӑр.
В переводе на русский язык, это - батыр (богатырь чувашский) по имени Юман.
Из наблюдений:
Юрӑ вӑл – этем ҫуначӗ,
Юрӑ вӑл – этем хӑвачӗ.
Юратмасӑр юрӑ хывма ҫук.
......... юрӑҫ пулма ҫук.

Невозможно стать певцом ЮРЛАМАСӐР (без распевки,
репетиций).
Юрлама пӗлен чӗре
.... мар ҫут тӗнчере.

ЮРЛӐ мар ҫут тӗнчере.
Умеющий петь песни - не бедный, не нищий.
Юхать, юхать – юхса пӗтеймест,
чупать, чупать – чупса пӗтеймест.

Это - юхан шыв (река).
Так сложил двустишие про реку чувашский поэт
#АнатолийСмолин.
Людмила Никитина получает двадцать баллов.


Поздравляем!


Скоро появятся вопросы со стихотворениями на последнюю букву в чувашском алфавите. Следите за новостями.

Желающих изучить чувашский язык приглашаем еженедельно по вторникам в
Национальную библиотеку Чувашии . Подробности - по ссылке:
clck.ru/3Rc5yt#чӑвашлавӗренетпӗр #изучениечувашскогоязыка #курсычувашскогоязыка #чӑвашласӑвӑсем #циклстихотворенийначувашскомязыке #стихотворения_отА_доЯ
Нет комментариев