Этем хӑватлӑ ӑсӗпе,
Этем хисеплӗ ӗҫӗпе.
Этем ӑспа ӗҫленӗ чух
Этем хисепӗ чакас ҫук.
Элем илемлӗ тӗсӗпе,
Этем телейлӗ ӗҫӗпе.

Элем тени ялав тени пулать. Чиркӳре те хоругвь сӑмаха элем тесе чӑвашла калани пур. (Ҫӑлкуҫӗ: Н.И. Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки. 3 том. 11 с.)
Катӑркас йывӑҫҫи хунеҫе,
эрне кун турӑшӗ хунемем,
йӗпленч йывӑҫҫи ывӑл-пултӑр,
вӑрманти куршанк хӗр-пултӑр.

* Хунемӗшне эрне кун турӑшӗпе танлаштарнӑ ӗҫкӗ юрринче.

** Ывӑл-пултӑр тата хӗр-пултӑр - ҫемье-тӑванлӑх йӗрки тӑрӑх пӑхсан вӗсем упӑшкин шӑллӗпе йӑмӑкӗ пулаҫҫӗ, упӑшки те арӑмӗн шӑллӗпе йӑмӑкне ҫак ятпа чӗннӗ. (Ҫӑлкуҫӗ: Н.И. Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки. 9-10 том. 282 с.).
Элек пирки чӑвашсен
Эрлӗ сӑмах пур иккен.
Элек сарса ҫӳрекен -
Этем ятне ҫӗртекен.

Тӑваттӑмӗш йӗркери сӑмахсем - этем ятне ҫӗртекен.
Тӑма вырӑн ҫук тесе
э(е)рленетрим, каччӑсем?

Эрленӳ тени кӳренӳ туйӑмне пӗлтерекен сӑмах.
Чӑваш сӑнавӗсем:
1. Эрешмен карта карсассӑн

ыраш акма вӑхӑт ҫитет.
2. Ҫумӑр хыҫҫӑн кӗркунне
эрешменсем картисене
хӑмӑл ҫине карсассӑн
уяр пулать.

Ҫанталӑк уяр пулать.
Сӑхман пек тумтире калаҫҫӗ,
анчах сӑхман пек хулӑн мар, ҫӳхе;
ӑна ҫулла е чиркӗве кайнӑ чухне,
е хӑнана-мӗне кайнӑ чухне тӑхӑнаҫҫё.

Тумтир ячӗ - эрмек (вырӑсла - армяк).
Чи малтан кашни ыйтӑва тӗрӗс ҫырса хуравлаканӗ хальхинче те Людмила Никитина, ӑна вун ултӑ балл лекрӗ.


Саламлатпӑр!


Ӑс пуххи ыйтӑвӗсем ҫине хуравлакансенчен камӑн чи нумай балл пухӑнать, ӑна парне паратпӑр.

Чӑвашла калаҫма вӗренес шухӑшлисене авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекине йыхравлатпӑр. Тӗплӗнрех ҫак каҫӑмпа кӗрсе пӗлме пулать:
clck.ru/3Rc5yt
ВНИМАНИЕ!!!
Чувашская гостиная поводит итоги ответов на вопросы с буквой Э.
Этем хӑватлӑ ӑсӗпе,
Этем хисеплӗ ӗҫӗпе.
Этем ӑспа ӗҫленӗ чух
Этем хисепӗ чакас ҫук.
Элем илемлӗ тӗсӗпе,
Этем телейлӗ ӗҫӗпе.

Элем - это флаг.
Катӑркас йывӑҫҫи хунеҫе,
эрне кун турӑшӗ хунемем,
йӗпленч йывӑҫҫи ывӑл-пултӑр,
вӑрманти куршанк хӗр-пултӑр.

* В этой старинной чувашской песне пропущенные слова - эрне кун, свекровь сравнивали по-чувашски эрне кун турӑшӗ (турӑш - это икона, какая икона - выражение устарело на чувашском языке, сохранилось лишь в песне);

** Ывӑл-пултӑр и хӗр-пултӑр - это младший шурин и младшая свояченица в семье: так муж называл младших братьев и сестер жены, а также жена называла младших братьев и сестер мужа (Источник: Н.И. Ашмарин. Словарь чувашского языка. Том 9-10. С. 282).
Элек пирки чӑвашсен
Эрлӗ сӑмах пур иккен.
Элек сарса ҫӳрекен -
Этем ятне ҫӗртекен.

Сплетник - он не только портит чужую жизнь, но и теряет собственную честь.
Недописанная строчка - Этем ятне ҫӗртекен.
Тӑма вырӑн ҫук тесе
е(э)рленетрим, каччӑсем?

Эрленӳ - кӳренӳ туйӑмне палӑртакан сӑмах, что означает чувство обиды.
Из наблюдений:
1. Эрешмен карта карсассӑн
ыраш акма вӑхӑт ҫитет.

После появления паутины наступает пора сеять рожь.
2. Ҫумӑр хыҫҫӑн кӗркунне
эрешменсем картисене
хӑмӑл ҫине карсассӑн
уяр пулать.

Погода, по этим наблюдениям, будет ясной.
Сӑхман пек тумтире калаҫҫӗ,
анчах сӑхман пек хулӑн мар, ҫӳхе;
ӑна ҫулла е чиркӗве кайнӑ чухне,
е хӑнана-мӗне кайнӑ чухне тӑхӑнаҫҫё.

Этот предмет одежды называется армяк, по-чувашски - эрмек
Первой правильно ответила на все вопросы Людмила Никитина, получает шестнадцать баллов.


Поздравляем!


Кто накопит больше всех баллов по буквам в чувашском алфавите, получит подарок.

Желающих изучить чувашский язык приглашаем еженедельно по вторникам в
Национальную библиотеку Чувашии. Подробности - по ссылке:
clck.ru/3Rc5yt#чӑвашлавӗренетпӗр #изучениечувашскогоязыка #курсычувашскогоязыка #чӑвашласӑвӑсем #циклстихотворенийначувашскомязыке #стихотворения_отА_доЯ
Нет комментариев