Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Наци библиотекинче Анатолий Хмыт ҫыравҫӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗн "Хазара" кӗнекин хӑтлавӗ пулать. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 1140 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Алҫырӑвӗ «Чӑваш романӗ-2025» III литература конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Роман-хроника 1979-1989 ҫулсенчи Афган вӑрҫин чӑн пулӑмӗсем ҫинче никӗсленнӗ, икӗ пайран тӑрать. "Салтак тивӗҫӗ" ятлӑ пӗрремӗш пайӗнче автор виҫӗ чӑваш салтакӗ ҫинчен ҫырса кӑтартать. Каччӑсем хӗсметре ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пулма пиҫӗхсе ҫитнине палартнӑ. Юратупа шанчӑклӑх, чыс тата тивӗҫ ӑнлавсем пӗр тӗвӗре ҫыхӑнса пыраҫҫӗ. Термезра тин ҫеҫ йӗркеленнӗ мотострелоксен полкне васкаса каҫарнӑскерсем Афганистана лекеҫҫӗ. Иккӗмӗш пайне «Хазара куҫҫулӗ» ят панӑ. Панджшер районӗнчи Хазар ту хушӑкӗнчи синкерлӗ ҫапӑҫу умӗнхи историе йӗркипе ҫырса-уҫса панӑ: унта моджахедсен сыххине лексе батальон пысӑк ҫухатусем тӳснӗ. Истори пулӑмӗсене хронологи йӗркипе ҫырса Анатолий Дмитриевич вырӑнти влаҫсемпе моджахедсем хушшинчи хирӗҫтӑрусене те уҫӑмлатнӑ.
«Афган» вӑрҫине хутшӑннӑ Анатолий Хмытпа тӗл пулса кӗнекере ҫырса катартнӑ чӑваш салтакӗсен шӑпи мӗнле ҫаврӑнса тухни ҫинчен хӑй курса-тӳссе курнӑ ҫын каласа панине итлеме кӑсӑклӑ пулӗ.
Нет комментариев