Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Чунӑмра-ӳрӗк-сӳрӗк,
Урамра-урмӑш ҫил.
Ахӑрать пек ҫанталӑк,
Йӑпатать ӑшӑ кил.
Кӑмӑл-туйӑм салхуллӑ,
Ҫук уҫҫи те хуппи.
Кӗрхи кунӑм ятуллӑ,
Куҫҫульленнӗ ҫиппи.
Йӑпатмасть сар хӗвелӗ,
Шӑтса кайнӑ тӳпи.
Пур-ши:майӗ те мелӗ,
Ирттӗр тунсӑх купи?
Чӗрере ырӑ туйӑм,
Сукмак хывтӑр часрах.
Лӑплансам,кӗрхи кунӑм,
Савӑнтар хӑвӑртрах.
Аллӑмри ӗҫлӗ пулӑм,
Шевле саптӑр чунра.
Тунсӑхланнӑ ик куҫӑм,
Телей туптӑр ҫумрах.
,,Ӗҫ",- тени илем кӳтӗр,
Хытса ларнӑ чуна.
Кӗрхи кун тӗпӗртеттӗр,
Ыр сунса таврана.
Ачасен шӑвӗ-шавӗ,
Лӑплантартӑр пире,
Шутӑр пурнӑҫӑн лавӗ,
Ал парса ҫӗн ире.
Кашни утӑм сулмаклӑ-
Ыррине шырасан,
Кӗрхи кун та асамлӑ-
Пурнӑҫа юратсан.
Тӑпӑр-тӑпӑр утасчӗ,
Шӑпа пӳрнӗ ҫулпа.
Малаллах талпӑнасчӗ,
Чунӑмри хӑватпа.
Ан кӳрентӗр,сив ҫилӗ,
Кӑшт эпир ятлаҫсан.
Ҫут Тӗнчен ырӑ пилӗ-
Ҫитӗ-хам тӑрӑшсан.
Урамра-ахӑр-махӑр,
Туллашать сивӗ ҫил.
Тӳрленет кукӑр-макӑр,
Ал парсан-тӑван кил.
Хура кӗрӗ те пултӑр,
Пурнӑҫра-хӑй йӗрки,
Сапӑр хӗлӗ те ҫиттӗр,
Вӗҫтӗр шур вӗлтӗркки...
14.11.2026 ҫул

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев